Шупашкарти пӗр ача пахчинче заведующире ӗҫленӗ хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн.
Хайхискер хӑйӗн патне темиҫе ҫынна ӗҫе илнӗ, анчах лешсем хут ҫинче кӑна шутланнӑ. Шалӑвӗ вара заведующие лекнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014-2017 ҫулсенче заведующи пӗлӗшне, кӗрӳшне тата унӑн ашшӗне «ӗҫлеме» илнӗ. Чӑннипе вара вӗсенчен нихӑшӗ те ӗҫе ҫӳремен.
Ҫапла майпа заведующи кӗсйине самаях хуланлатнӑ. Ҫак тапхӑрта унӑн енчӗкне 700 пин тенкӗ ытла кӗнӗ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Панкрута тухас патне ҫитнӗ «Чӑваш бройлерӗн» инвестор тупӑннӑ. Кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн активӗсене ҫул-йӗр организацийӗ «Воддорстрой» тулли мар яваплӑ общество туяннӑ.
Организаци хапрӑкӑн активӗсене кӑна мар, «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» ыйтакан парӑмсене те туяннӑ. Инвестор тупӑнсан ҫынсене штата ӗҫе илме пуҫланӑ. Ҫул-йӗр организацийӗ хапрӑка 300 пин тенкӗ аванс куҫарса парӗ. Ӗҫ укҫи, налук енӗпе кӗнӗ парӑмсене пурлӑха сутсан саплаштарӗҫ.
Хапрӑка туллин ӗҫлеттерсе ярасшӑн, ҫитес вӑхӑтра штата ҫӗнӗ ҫынсене илесшӗн. Инвестор укҫипе инкубатор валли ҫӑмартасем туяннӑ ӗнтӗ, ку уйӑхра чӗпӗсем тухмалла. Палӑртмалла: хапрӑкра 143,5 пин чӑх. Халӗ чӗпӗсене халӑха сутаҫҫӗ.
Улатӑр районӗнчи Атрать ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Ф Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2015-2016 ҫулсенче пуҫлӑх хӑй ертсе пыракан ял тӑрӑхӗн администрацине пӗр ялта пурӑнакан хӗрарамӑн пиччӗшне тата унӑн ывӑлне газ котельнӑйне ӗҫе илнӗ. Анчах ку – хут ҫинче кӑна, чӑннипе вара лешсем ӗҫлемен те.
Ҫапла майпа ҫав ҫынсене ӗҫ укҫи тӳленӗ, кунсӑр пуҫне хысна мар фондсене укҫа куҫарнӑ. Ҫапла майпа тӳре-шара Атрать ял тӑрӑхӗн администрацине 130 пин тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарти Мускав кӗперне тӑвакансене пуш уйӑхӗнчен подрядчик ӗҫ укҫи тӳлемест. Рабочисем забастовкӑна тухнӑ.
«Ака уйӑхӗнче пире шалу тӳлемен. Пуш уйӑхӗшӗн ҫуррине панӑ, кун хыҫҫӑн шантарса ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ. Пирӗн ҫемьесем пур. Пирӗн мӗнле пурӑнмалла?» - тенӗ рабочи «Про Город» корреспондентне.
Паян 20 ытла ҫын ӗҫе тухман, забастовка тунӑ. Хӑшӗ-пӗри ҫапах ӗҫе пикеннӗ. Сӑмах май, кӗпере Мускаври «Пеликсер» тулли мар яваплӑ общество тӑвать.
Ҫынсене укҫа хӑҫан парассине подрядчик татӑклӑн калаймасть. Ҫакна вӑл федераци укҫи ҫуккипе сӑлтавлать.
Чӑваш Енре ҫынсене ӗҫ укҫи тӳлес енӗпе лару-тӑру лайӑхах мар. Паянхи кун тӗлне парӑм 28,5 миллион тенкӗпе танлашать.
Кӑтарту савӑнтармасть. Ку – Атӑл тӑрӑхӗнчи япӑххи. Ҫитменнине, республикӑра ӗҫ укҫи парӑмӗ чакмасть, ӳссех пырать. Ака уйӑхӗнченпе парӑм 1,6 процент ӳснӗ.
Танлаштармашкӑн: Мӑкшӑ Республикинче ӗҫ укҫин официаллӑ парӑмӗ 300 пин тенкӗ ҫеҫ. Пирӗн республика вара ку енӗпе япӑххисен йышӗнче.
Чӑваш Ен Правительствинчи канашлура ӗҫ укҫин парӑмне пӗчӗклетессине тӑтӑшах сӳтсе яваҫҫӗ. Анчах официаллӑ статистика ҫакӑн усси пуррине ҫирӗплетмест-ха.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтӗр 1,4 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Вӑл деклараци тӑратнӑ.
Унӑн арӑмӗ вара унран темиҫе хут ытларах ӗҫлесе илнӗ. Вӑл декларацире 15,5 миллион ытла тенкӗ кӑтартнӑ. Татьяна Ладыкова - экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн регион экономикин тата предпринимательство кафедрин доценчӗ. Вӑл 365 пин тенке яхӑн ӗҫре шалу илнине кӑтартнӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче 1500 тата 1218 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пур.
Сӑмах май, икӗ ҫул каялла Татьяна Ладыкова 4,26 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ун чухне те вӑл Чӑваш Енри тӳре-шаран чи пуян арӑмӗ пулнӑ.
«Чӑваш бройлерӗ» предприятире халӗ 79 ҫын ӗҫлет, вӗсенчен 22-шӗ – декрет отпускӗнче. Чылайӑшӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнчен ӗҫ укҫи илеймен. Предприяти 214 ӗҫчен умӗнче, ҫав шутра ӗҫрен кӑларса янисем те пур, 5 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хапрӑк ӗҫченӗсем забастовка тӑвасси пирки пӗлтернӗ, тепӗр кунхине забастовкӑна тухнӑ. Ӑна пӗтерес тесе хуралҫӑсем 53 ӗҫчене ӗҫе кӗртмен, предприятирен какай тултарнӑ машинӑна кӑларман. Вырӑна полици чӗннӗ.
Хапрӑкра кам ӗҫленӗ – пурин умӗнче те тенӗ пекех парӑм кӗнӗ. Унччен ӑна Вадим Николаев ертсе пынӑ (халӗ вӑл Чӑваш Ен сенаторӗ). Ун хыҫҫӑн хапрӑк Курскри усламҫӑ Александр Четвериков аллине куҫнӑ.
«Чӑваш бройлерӗн» акцийӗсен 51 проценчӗ – «Красная поляна плюс» АУОн (вӑл Курск облаҫӗнче вырнаҫнӑ), 49 проценчӗ – ЧР Юстици министерствин. Ведомство хӑйӗн акцине сутма тӑратнӑ, анчах ӑна никам та туянасшӑн мар.
HeadHunter компани аналитикӗсем Раҫҫейре чи нумай укҫа ӗҫлесе илекен професси ҫыннисене палӑртнӑ. Хӑш специалистем нумайрах ӗҫлесе илнине пӗлес килет-и?
Кӑҫалхи пӗрремӗш квартала пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, программистсен шалӑвӗ чи пысӑкки пулнӑ. Ҫавӑн пекех услама аталантаракан менеджерсем, система администраторӗсем, шалти аудиторсем сахал мар укҫа илеҫҫӗ.
Мускаври программистсем уйӑхсерен 100-100 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ, регионсенче вара – 60-70 пин тенке яхӑн. Услама аталантаракан менеджерсен шалӑвӗ 70-80 пин тенкӗпе танлашать. Регионта вара – 60-70 пин тенкӗ.
«Чӑвашавтодор» 2016 ҫулта панкрута тухнӑ. Унта ӗҫленӗ ҫынсем умӗнче парӑм тӑрса юлнӑ.
Ҫак кунсенче унта вӑй хунӑ ҫынсене шалу тӳленӗ. Чӑваш Енри ӗҫ патшалӑх инспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне организацин ҫул-йӗр строительствин конкурс управляющийӗ ҫынсене 6,3 миллион тенкӗ тӳленӗ. Ҫапла майпа ӗҫ укҫин парӑмӗ татӑлнӑ.
Сӑмах май, 2017 ҫул вӗҫнелле шалу парӑмӗ 54 миллион тенкӗпе танлашать. Ӑна кӑҫалхи пуш уйӑхӗ вӗҫӗччен чи пысӑк лота сутса парса татма палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне 802 ӗҫчене ӗҫ укҫине вӑхӑтра паманшӑн процентсем тӳлеме шантарнӑ.
Чӑвашстат кам мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине шутланӑ. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, хысна организацийӗсенче вӑй хуракансен шалӑвӗ 10 процент ӳснӗ.
Ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем ыттисенчен ытларах ӗҫлесе илеҫҫӗ – вӑтамран 49,8 пин тенкӗ. Аслӑ шкулсенче вӗрентекенсем вӑтамран 48,7 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Тухтӑрсен шалӑвӗ те ҫавӑн чухлех. Ытти категорири ӗҫченсем 25 пин тенкӗрен сахалрах ӗҫлесе илеҫҫӗ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫул вӑтам ӗҫ укҫи 7,2 процент ӳснӗ, ку кӑтарту 24 пин те 531 тенкӗ те 3 пуспа танлашнӑ. Палӑртмалла: 2017 ҫулта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев пресс-конференцире вӑтам ӗҫ укҫи кашни ҫулах ӳссе пырассине каланӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |